"Ирӗклӗх" халӑх пӗрлешӗвӗн проекчӗ.
Массăллă хыпар хатĕрĕ (СМИ) мар. Çавăнпа та сире ку ушкăнра мĕн те пулин килĕшмест пулсан, тархасшăн, ан кĕрĕр, ан вулăр.
Тÿрех палăртмалла, "Тĕнтытман" тени "Атеист" сăмаха чăвашла куçарни пулать, ăна ушкăн ертÿçисен неологизмĕ (çĕнĕ сăмахĕ) тесе шутламалла.
Ушкăнра чавашсем хушшинче анлă тата питех мар сарăлнă тĕнсем пирки кĕскен хыпар, витлесе е кулкаласа каланисем нумай, çавăнпа та Пмп, Пми, Пмб, Пмю (Пуç мимин православийĕ, исламĕ, буддизмĕ, юмăç тĕнĕ) чирĕсемпе аптăракансене кунтан тухма сĕнетпĕр, енчен те сирĕн сывалас килмест пулсан, паллах.
Ушкăнра либераллăх, демократи, толерантлăх (тĕнсем патне мар), тĕне хирĕç философисем теп вырăнта.
Ушкăна чăвашсем е чăвашла ăнланакан тĕнтытман-çынсене хапăл туса йышăнатпăр.
Контент енчен илес пулсан, эпир тетелти (интернетри) [club29369324|Атеист] блог çине таянса ĕçлетпĕр, хăш чухне ертÿçĕсен, вулакансен хайлавĕсене те пичетлетпĕр.
Çавăнпа та, енчен те сирĕн тĕнтытманлăх пирки мĕнле те пулин шухăшсем, пирĕн ушкăн философийĕпе килĕшсе тăракан материалсем пур-тăк (паллах, чăвашла та, вырăсла та) "предложить новость" çине пусса пире ярса пама ыйтатпăр.
Хăш-пĕр пост умĕнче "Сăмахсар" рубрика пур.
Вăл текстри эсир палламан е ăнланайман сăмахсене ăнлантарса пани. Кашни сăмахнех çăлтăрпа (*) палăртнă.
Унсăр пуçне эпир сире тĕнчери чи лайăх юрă-кĕвĕсемпе, тĕрлĕ кăсăклă информаципе паллаштарăпăр. Çавăнпа та постсем чăвашла çеç мар, вырăсла та пулĕç.
P.S. Мĕншĕн "тĕнтытман"? Паллах, тупсăмĕ сăмах тытăмĕнче. "Тĕн" - религия, "Тытман" - не придерживающийся. Унсăр пуçне ку сăмахсен хутăшне "тĕн тĕкĕнмен" тесе те ăнлантарма пулать, апла пулсан тĕнрен аякра тăракан çынна кăтартать. Çавăнпа та "атеист-çынна" "тĕнтытманран" лайăхрах нимĕн те ăнлантармасть.
| Страна: |
нет данных |
| Город: |
нет данных |
| Тип группы: |
Образовательное учреждение |
| Членство в группе: |
Доступно всем |
| Возрастные ограничения: |
нет |
| Количество подписчиков: |
589 |
| Ссылка на соц.сеть: |
turasuk |
| Статус: |
Ирĕклĕх кунта |
Правовая информация
Представленная здесь информация получена из общедоступного открытого источника.
За достоверность информации сайт ответственность не несет.
Если вы администратор группы «Тĕнтытман чăвашсем (Чувашский атеист)» или являетесь его законным представителем, вы можете удалить эту страницу